Шкултан вӗренсе тухакансем патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытаҫҫӗ. Камсем 100 балл пухнисем паллӑ.
Химипе 15 ҫамрӑк 100 бала тивӗҫнӗ. Вӗсем: Семен Измуков (Шӑмӑршӑ шкулӗ), Анна Воробьева (Канашри 6-мӗш), Ксения Гордеева (Шупашкарти 2-мӗш гимнази), Егор Яковлев (Шупашкарти 1-мӗш гимнази), Регина Моткина (Шупашкарти 44-мӗш лицей), Екатерина Романова, Ангелина Скобелева, Данила Гаврилов, Ольга Алексеева, Ольга Баканова (Шупакшарти 2-мӗш лицей), Лейла Мурашкина, Дарья Горшкова, Мария Горшкова, Мария Александрова, Виктория Котусенко (Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицей).
Вырӑс литературипа вара Шупашкарти 2-мӗш гимназии вӗренекенӗ Яна Семенова 100 балл пухнӑ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 12 сехет те 20 минутра ҫӑлав службине шӑнкӑрав ҫитнӗ: Ҫӗнӗ Шупашкарти Промышленноҫ урамӗнче килсӗр-ҫуртсӑр йытӑ ҫӑла ӳкнӗ.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна хӑвӑртах ҫитнӗ. Ҫекӗлпе усӑ курса вӗсем ҫӑла ӳкнӗ ҫапкаланчӑк йытта туртса кӑларнӑ. Паллах, йытӑ савӑннӑ. Ҫакна вӑл хӳрипе хаваслӑн вылятса палӑртнӑ. Ҫапла тав тунӑ ӗнтӗ вӑл ҫӑлавҫӑсене. Кайран вӑл хӑвӑрт кӑна куҫ умӗнчен ҫухалнӑ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 21 сехет иртсен Ҫӗнӗ Шупашкарта арҫын ӑнсӑртран Атӑла кӗрсе ӳкнӗ. Юрать, ҫывӑхра шӑпах полицейскисем тата Рыбохрана инспекторӗсем ишсе иртнӗ. Вӗсем ӑна пулӑшнӑ.
Унта Атӑл хӗрринче ҫын пухӑнакан вырӑн пур. Шывран вӑл 5-6 метр ҫӳллӗшӗнче. Арҫын ҫавӑнтан ӳкнӗ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл питӗ ӳсӗр пулнӑ.
Катерпа пынӑ полицейски тата патшалӑх инспекторӗ ҫав арҫынна ҫыран хӗррине илсе тухса тухтӑрсен аллине панӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр хӗрарӑм машина ҫине хӑпарса кайнӑ. Автомобиль хулари Никольски микрорайонта ларнӑ.
Асӑннӑ видео тӑрӑх хакласан, малтан вӑл автомобиль тӗкӗрне ватнӑ, унтан машина капочӗ ҫине улӑхнӑ, ун ҫинче сикнӗ, машина чӳречине ватнӑ.
Пӑтӑрмаха курнисем хӗрарӑма лӑпланма ыйтнӑ, вӑл вӗсене хӑйӗн машинипе кирек мӗн тума пултарнине пӗлтернӗ.
Хӗрарӑм хӑйӗн тарӑхӑвне ҫапла сирнине унӑн тусӗ сӑнаса тӑнӑ.
Пӑтӑрмаха курнисем шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм тепӗр хӗрпе явӑҫса кайнӑ каччине тарӑхнипе ҫапла тавӑрас тесе пултарнӑ. Машинӑна кӑштахран ҫамрӑк арҫын кӗрсе ларнӑ, машинӑна вӑл хускатса кайнӑ.
Паян 19 сехет те 20 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарта "Химпром" территорийӗнче ҫӑра тӗтӗм йӑсӑрланнине асӑрханӑ. Предприяти пресс-служби мӗн пулса иртнине ӑнлантарнӑ: юсав хыҫҫӑн технологи схемине ярсан оборудовани температури ӳссе кайнӑ-мӗн.19 сехет те 59 минутра пушара сарӑлма чарнӑ. Шар курнӑ ҫынсем ҫук. Промышленноҫ министерстви ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ку теракт мар. Предприяти ахаль чухнехи пекех ӗҫлет.
Ҫӗнӗ Шупашкарта та реорганизаци тӑвасшӑн. Ҫӗнӗ Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центра ҫул ҫитмен ачасен социаллӑ реабилитаци центрӗпе пӗрлештересшӗн.
Пӗрлештернӗ хыҫҫӑн организаци «Ҫӗнӗ Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центр» ятлӑ пулӗ. Вӑл ватӑ ҫынсене, сусӑрсене, 3-18 ҫулсенчи ачасене воспитани паракан ҫемьесене пулӑшӗ. Организаци учредителӗ ЧР Ӗҫлевпе социаллӑ хӳтлӗх министерстви пулӗ.
Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Химик кунне паллӑ тӑвӗҫ. Мероприяти 13 сехетре Атӑл хӗрринче пуҫланӗ та 22 сехетре салютпа вӗҫленӗ.
13-16 сехетсенче ачасем валли программа пулӗ. Ҫав вӑхӑтрах пултарулӑх коллективӗсем юрлӗҫ-ташлӗҫ. 19-20 сехетсенче кавер-ушкӑн сцена ҫине тухӗ. 20-21 сехетсенче Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗ концертпа савӑнтарӗ. Анчах кам килессине «Химпром» вӑрттӑнлӑхра тытать.
Салют хыҫҫӑн 1 сехет ташӑ каҫӗ пулӗ.
Ӗне 18 сехетре ҫӑлавҫӑсем Ҫӗнӗ Шупашкарти Женя Крутова урамӗнчи 12-мӗш ҫуртра пушар сӳнтернӗ. Унта иккӗмӗш хутри пӗр пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ. Ҫӑлавҫӑсем алӑка ҫӗмӗрсе кӗнӗ. Шалта 58 ҫулти кил хуҫин виллине тупнӑ. Пушара хӑвӑртах, 3 минутран, сӳнтернӗ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 81 пушар тухнӑ, вӗсенче 8 ҫын вилнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Андрей пӗрмаях юн плазмине панӑ. Вӑл – донор. Ҫавӑн пекех арҫын шӑмӑ сӑссин донорӗсен регистрӗнче тӑнӑ.
Пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗнче ун патне Кироври гемотологи тӗпчев институтӗнчен шӑнкӑравланӑ та реципиент тупӑннине пӗлтернӗ. Андрей пӗтӗм процедура витӗр тухнӑ, унӑн юнне тӗрӗсленӗ. Ҫапла вӑл шӑмӑ сӑссин донорӗ пулса ҫын пурнӑҫне ҫӑлнӑ.
Андрей палӑртнӑ тӑрӑх, май пулсан вӑл каллех ҫавӑн пек донор пулӗччӗ. «Вӑхӑтпа – 6 сехет, ним хӑрушши те ҫук, ыраттармасть», - тенӗ вӑл. Ӑна «Донор юхӑмне аталантарма пулӑшнӑшӑн» медальпе чысланӑ.
Улатӑр тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене хӑтлӑх кӗртӗҫ. Ку тӗллевпе республикӑн Министрсен Кабинечӗн резерв хыснинчен 24 миллион та 900 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Укҫа-тенке Пӗтӗм Раҫҫейри хӑтлӑх кӗртмелли чи лайӑх проектсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисем валли уйӑраҫҫӗ. 24,9 миллион тенке Ҫӗнӗ Шупашкарпа Улатӑр пайлӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкара – 4972600 тенкӗ лекӗ, Улатӑра – 20 миллион тенкӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |